Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар районӗ

Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни
Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни

Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?

4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районнеВиктор Михайлов ертсе пырӗҫ.

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ.

Малалла...

 

Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ

Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫ­ченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫ­лӑ пурнӑҫ­лассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ.

Преми укҫине тухӑҫ­лӑ ӗҫ­лекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен».

 

«Вырӑс егерӗсем» вӑл вӑхӑтри ҫарӗҫ хатӗрӗсемпе тата тумсемпе паллаштараҫҫӗ
«Вырӑс егерӗсем» вӑл вӑхӑтри ҫарӗҫ хатӗрӗсемпе тата тумсемпе паллаштараҫҫӗ

Чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр. Чӑвашӑн историйӗнче ку уявпа ҫыхӑннӑ самансем чылай. Вӑл вӑхӑтри паттӑрсене те халӑх манман. Тӗслӗхрен, паллӑ ҫарпуҫ Пайтул пирки нумай чӑваш пӗлет. Ҫар ӑсталӑхӗпе паларнисӗр пуҫне вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе те пирӗн асра — хальхи вӑхӑт тӗлне унӑн 9 юрри-сӑввине тупма пултарнӑ. Пайтулӑн ҫуралнӑ ҫӗрне палӑртас тесе пӗр вӑхӑт ЧОКЦ самай ӗҫлерӗ — Шупашкаркасси тӑрӑхӗ пулнине ҫирӗплетме пултарчӗ.

Уяв кунӗнче 13 сехет тӗлне Шупашкаркассинче халӑх пуҫтарӑна пуҫларӗ — кунта кӑҫал пӗрремӗш хут Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Пайтулпа ҫыхӑнтарса уявлама шут тытрӗҫ.

Уява хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорасев Н.Е. пуҫларӗ. Паянхи уява ирттернӗ май, вӑл калашле, эпир ҫав ӗлӗкхи вӑхӑтсем пирки ҫамрӑксене каласа панӑ май, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс утӑмсем тума, хамӑр мӑнаҫлӑ патшалӑха упрама, хаклама вӗрентетпӗр.

Курма пухӑннисене уяв кӑмӑла кайрӗ.

Малалла...

 

Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗнче пурӑнакан Христофор Макаровсен харпӑр хӑй хуҫалӑхӗ октябрӗн 1-11-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ Раҫҫейри XII агропромышленность выставкинчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Мӗнпе чапа тухнӑ-ха чӑваш хресченӗ? Макаровсен ҫемйи килӗнчи утарта пыл хурчӗсем ӗрчетсе туса илекен продуктсем Пӗтӗм Раҫҫейри курав центрӗнче хӑйӗн пахалӑхӗпе пурне те тӗлӗнтернӗ.

Макаровсем «Раҫҫей Федерацийӗнчи ял туризмӗн аталанӑвӗ» ятарлӑ стендра хӑйсен продукцине тӑратнӑ. Христофор мӑшӑрӗ вара — Валентина Таганкӑра «Кӗр парни» ярмӑрккӑра пыл сутнӑ. Чӑваш пылне те, карасне те курава пухӑннӑ хӑнасем тата мускав ҫыннисем питӗ юратнӑ.

Сӑмах май, Мускавра ҫак кураврах «Инфраструктура аталанӑвӗ» номинаципе мала тухса, Патӑрьел районӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Раҫҫейри 2010 ҫулхи ҫырав вӗҫленчӗ темелле. Шупашкар районӗнче юлашки ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вӗсем халь ял тӑрӑхӗсенче тӗрӗслевпе ҫӳреҫҫӗ, тӗп тапхӑр хушшинче ҫитейменнисем патне кӗрсе тухаҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне районӗпе пурӗ 60 120 ҫынна ҫырса тухнӑ, ку вӑл районти 97,9%.

 

Юпан 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта 720 ӗҫсӗр ҫын учетра тӑрать. Иртнӗ ҫул ҫак вӑхӑт тӗлне 739 ҫын пулнӑ.

Ӗҫсӗр ҫынсем хушшинче кӑҫал хӗрарӑмсем 54,1%, 16-19 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑксем — 35,5%. Ӗҫсӗррисем хушшинче хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухса кайнисем — 57,9% . Нумай вӑхӑт хушши ӗҫсӗр пурӑнакансем вӗсем хушшинче — 34,8%.

Ҫынсене ӗҫ тупса парас тӗллевпе Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр тӗрлӗ организацисемпе пурӗ 47 килӗшӳ тунӑ: ял тӑрӑхӗсемпе 140 ҫын валли, «Паха тӗрӗ» фабрикӑпа — 4 , «Ольдеевская» агрофирмӑпа — 3, «Зодчий-Универсал» ТМЯОпа — 3, Кӳкеҫри 27 №-лӗ профтехучилӗщӗпе — 3 тата ытти те. Обществӑлла ӗҫсене 200 ҫынна янӑ.

 

Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре чи лайӑх ӗҫ бригади хӑшӗ пулнине палӑртӗҫ. Фестивальте Шупашкар район чысне Ишекри ҫул ҫитмен ачасен «Рябинка» ӗҫ бригади хатӗрленет. Оксана Гурьянова ертсе пыракан ачасем эмел курӑкӗсем пухассипе, тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ, палӑксене пӑхса тӑраҫҫӗ.

Мали вырӑна йышӑнма вӗсене ӑнӑҫу сунар!

 

Шорчекасси ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти
Шорчекасси ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти

Ӗнер, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен Шорчекасси ялӗнче Культура центрӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ клубра ял ҫыннисем валли йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Кунта пысӑк та капӑр акт залӗ, спорт секцийӗсем ӗҫлемелли спортзал, таврапӗлӳ музейӗ пур. Кам шашка-шахмат, бильярд юратать, вӗсем валли уйрӑм секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑх путарулӑх ушкӑнӗсем валли ятарласа репетици пӳлӗмӗсем уйӑрнӑ.

Ял клубӗнчи юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑччӗ.

 

Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти
Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Ишлей ял тӑрӑхне кӗрекен Курак Чурачӑк ҫыннисем клуба пӗрлехи информаци кунне пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Чӑвашстатӑн Шупашкар районӗнчи тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Прокопьева тата ытти пуҫлӑхсем пырса ҫитрӗҫ.

Тӗлпулура район пуҫлӑхӗ кун йӗркинче палӑртнӑ ҫивӗч ыйтусемпе халӑхпа калаҫу ирттерчӗ: апат-ҫимӗҫ хакӗсем ӳснине чарас тӗлӗшпе влаҫ органӗсем йышӑннӑ комплекслӑ мерӑсем ҫинчен, обществӑлла инфраструктура обьекчӗсене хӗле хатӗрлесе ҫитерни тата ял хуҫалӑх пасарӗсем ирттересси пирки.

 

Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти
Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти

Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт сӑвассипе хальхинче те «Чурачӑк» АУО малта. Хуҫалӑхра пӗр ӗнерен 15 кг сӗт суса илеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрти пӗлтӗрхи кӑтартупа танлаштарсан, чурачӑксем 3,4 кг ытларах сӗт суни курӑнать.

 

«Чурачӑк» АУО Курак Чурачӑк (Ишлей ял тӑрӑхӗ) ялӗнчи Совхоз урамӗнче вырнаҫнӑ. Директор — Шалеев Евгений Федорович.

 

Авӑнӑн 6-мӗшӗ тӗлне районӗпе вара хуҫалӑхсем патшалӑха 32 917 кг сӗт сутнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, [193], 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та